← К описанию

Аскольд Де Герсо - Юратап эп сана



© Аскольд Де Герсо, 2019


ISBN 978-5-4496-6883-7

Создано в интеллектуальной издательской системе Ridero


Хаклă вулаканăм!

Сирĕн аллăрта Аскольд Де Герсо çыравçăн иккĕмĕш чăвашла кĕнеки. Ку кĕнекене тĕрлĕ вăхăтра çырнă хайлавсене кĕртес терĕм, çавăнпа та мĕнле-тĕр çыхăну хайлавсем хушшинче шырама кирлех мар. Калавсенче паянхи çамрăксем хушшинчи хутшăнусем: савăнăçпа хурлану, юратупа кĕвĕçÿ – пурте вырăн тупаççĕ. Пурăннă пурнăçра пурте пулать, кунпа нимĕн те тума çук, çавах та хăшĕ пĕр йăнăшсене сирсе ямашкăн пур, çавна вĕрентмеççĕ-и пире классиксен хулăн романĕсем? Курас текен – курать, тупас текен – тупатех, çавах та нихăш романра та уççăн пĕлтермеççĕ, унта сăнарсен пурнăçĕ тăрăх кăтартса пырать çыравçă.

Ку хайлавсен пуххинче те нихăшĕнче те вĕрентсе çырни çук, тĕслĕхсем вара аванах. Пирĕн кашнийĕн çуралсанах умра темĕн чухлĕ çул, çавă кăна-и, кашни кунхине ир çинчен ыйха сирсен умма çĕнĕ çулсем тухаççĕ, хăшне суйласа илетĕн, çавăн пек пулать кун. Юмахри паттăра та çăмăлрах пулнă: ун умĕнче виçĕ çул анчах, çитменне кашни пирки пĕлтернĕ: тÿрĕ каятăн – утна çухататăн, сулахая каятăн – чысна çухататăн, сылтăма çул тытсан пуçна çухататăн. Пире вара никам та палăртмасть, хамăр суйласа илмелле тĕрĕс çула.

Сăвăлла хайлавсене ырлакансем валли ку пухура уйрăм сăвăсем, поэмăсем пур. Икĕ поэмăна авалхи грексен халапĕсем тăрăх шăрçаланă.

Хаклă вулаканăм, енчен те мĕнле-тĕр ыйтусем тухсан, сĕнÿсем пулсан, тÿрремĕн çыру çырма пултаратăр. Адрес: [email protected]

Психеяпа Амур

Авалхи саманара

Пулса иртнĕ ку ĕçсем,

Пурăннă пулать патша

Юптараççĕ халапсем.


Çитĕннĕ ун виçĕ хĕр:

Калама çук, хÿхĕмсем,

Илемлĕ, хитре, капăр

Тата пур-ши сăмахсем.


Чи кĕçĕнни пуринчен

Ытларах та чиперкке,

Сăнарлама питĕнчен

Сăмах çук-çке, тÿлекке.


Мĕскерпе танлаштарас-ши

Пикен тăрăс пÿ-сине,

Мĕнле çырса кăтартас-ши

Çак асамлă илеме?


Çавах та тăрăштаратăп

Сăвăçăн вĕт, ирĕк çук.

Пикене, ак, сăнарлатăп

Унсăр мĕнле юптару.


Сарă тĕслĕ çÿçĕсем

Икĕ хулăн çивĕтре,

Тÿпен кăвак куçĕсем

Ытарайми те хитре.


Вăрăм куç хăрпăкĕсем

Хумханаççĕ илĕртсе,

Çакăн пек тĕлĕнтерÿ

Татах пур-ши тĕнчере?


Пиçнĕ çырла тутисем

Йăл-кулупа палăрсан,

Сар хĕвелĕн шевлисем

Пытанаççĕ вăтанса.


Çинçе сăпсан пилĕклĕ

Кам аллисем ыталĕç?

Камăн савнă куçĕсем

Çак илемпе киленĕç?


Çĕршывра пурнан çынсем-и

Е килнĕ-и инçетрен,

Ятарласа пикене

Курма килнĕ кунсерен.


Тĕрлĕ çĕре сарăлса

Хыпар çитнĕ пĕлĕте,

Канăçлăх, ак, çухатса

Кайса курма хĕтĕртет.


Афродита тÿперен

Аннă пулать хĕр пулса,

Пикене курас тесе,

Илемĕпе ăмсанса.


Курма килен халăхсем

Каласан сăвăласа:

Йăтса килеç тĕрлĕрен

Парнесем хапăл туса.


Сăвăçсем халалласа

Шăрçалаççĕ сăвăсем

Илемпе касмăкланса

Туртăнаç ÿнерçĕсем.


Турăш евĕрех чыслаççĕ

Илĕртÿллĕ пикене,

Тилмĕрÿ унтан ыйтаççĕ

Тĕрлĕрен сĕнеç чÿкне.


Афродита кĕвĕçсе

Тавăру çинчен шутлать.

Вăл Психея çилленсе

Хурлантарма шут тытать.


Çав шухăшпа Амура

Пĕр кунхине йыхăрать,

Йĕркесĕр çынна савма

Ĕнентерме вăл хушать.


Ик аппăшĕ те пикен

Патшасемпе мăшăрлă.

Пĕр Психея хальллĕхе

Тăр пĕчченех – хăй майлă.


Çавăнпа-ши тарăхса

Юмăçа ашшĕ каять,

Сăлтавне уçма ыйтса

Сăрт çамкине çывхарать.


«Хĕрне чул хысак çине

Ертсе кил эс каçхине,

Пулас мăшăр çунатне

Сарса çитĕ ун патне.


Тискер кайăклă хаяр,

Çавнашкалах ултавлă,

Çынсене кăна вăл мар

Турăшсене çĕнтернĕ».


Çавăн пек сăмахсемпе

Хуравлать юмăç ăна,

Патша сехри хăпнипе

Кермене васкав утать.


Анăç енне туртăнса

Хĕвелĕ куна вĕçлет.

Патша канăç çухатса

Керменте утас виçет.


Чарăнса вăл кăшт тăрать-ши

Шухăшсене майласа,

Ĕнсине вăл е хыçать-и

Нимĕн тума аптраса.


Хĕвел анчĕ сăрт хыçне,

Кĕренленчĕç пĕлĕтсем.

Нимĕн те килмест пуçне

Явăнаççĕ шухăшсем.


Капларах тусан мĕнле-ши

Йăнăшасран шикленет.

Тĕрĕс шухăш кам сĕнсе-ши,

Анчах та вăхăт иртет.


Ĕнтрĕк сăн та таврана

Çитнĕ çавă хушăра,

Каç пуласси инçе мар

Мĕскер тăвас тупата?


Акă, халне çитерсе

Хăй патне хĕре чĕнет.

Калаçмалли пур тесе

Пÿлĕме ертсе кĕрет.


Хупă алăк хыçĕнче

Мĕн каланă-ши, патша?

Ун пирки халапсенче

Асăнман пĕр сăмах та.


Юмăçа, ак, пăхăнса

Ертсе каять вăл хĕре,